Чăваш чĕлхи эрни

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕ. Пиллĕкмĕш тата улттăмĕш класс ачисем хушшинче  «Чи маттурри» конкурс-вăйă иртрĕ. Вăйă выляни вĕренекенсене канса илме те, ушкăнлăх туйăмне аталантарма та, йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшма та хистет.

           

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕ.  Кăмăла кайнă хайлавсем тăрăх тунă укерчĕксен конкурсĕ иртрĕ.

 

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕ.  Кивĕ Ахпӱрт шкулĕнче Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе район шайĕнчи иртнĕ мероприятие 5-6 классем хутшăнчĕҫ. 5–мĕш класра вĕренекенсем  А.Воробьев сăвăҫăн «Сĕве хĕрринчи ҫурт» поэма сыпăкĕпе паллаштарчĕҫ, улттăмĕшсем «Вĕҫкĕн Ваҫҫа» юптарăва ĕненмелле выляса кăтартрĕҫ.

 

Ака уйăхĕн 25 – мĕшĕ. ҪĕнĕАхӱртри тĕп шкулта  вĕрентекенсемпе  вĕренекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнчĕҫ. Пĕтĕм чăваш диктантне çырассин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Кашни çын чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме майсем туса парасси вара тĕп задачăсенчен пĕри шутланаççĕ.

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕ. Çак кун Ҫĕнĕ Ахӱрт шкулĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв концерчĕ  иртрĕ. Концертра 5-9 – мĕш класра вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Вĕренекенсем чăваш чĕлхине мухтакан тĕрлĕрен сăвă-юрă шăрантарчĕç, пĕчĕк сценкăсем лартса пачĕç. Шкул библиотекарĕ  вĕренекенсене  «Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи» кĕнекесен куравĕпе  паллаштарчĕ. Уяв концерчĕ савăнăçлă иртрĕ.

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕ. 9 класра вĕренекенсемпе «И. Я. Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» урок – экскурси иртрĕ. Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Кудряшова И.В. Иван Яковлевич Яковлевăн чăваш халăхĕшĕн тунă пархатарлă ĕçĕ çинчен каласа пачĕ.  Урок пуриншĕн те савăнăçлă та усăллă иртрĕ.