Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет

Кăçал пултаруллă педагог, ăсчах, шухăшлавçă Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет. Вăл хăйĕн кун-çулне тăван халăхне çутта кăларас, унăн культурине çĕклес, наци хăй хаклăхне аталантарас ĕçе панă. Унăн çур ĕмĕре пынă ĕçĕ-хĕлĕ халăхсем хушшинче самана пĕлтерĕшлĕ пулса историе кĕрсе юлчĕ, тĕнчери тĕрлĕ çĕршывра ырă ята тивĕçрĕ. "Эпĕ нихăçан та чапшăн, ăшă вырăншăн, пысăк укçашăн, мухтав сăмахĕшĕн ăшталанман, хамăн тăван халăхшăн, ăна вĕрентес ĕçшĕн усăллă та кирлĕ çын пулнине туйса, çак ĕçе эпĕ çеç тума пултаратăп пулĕ тесе те ĕненсе вăй хунă…", — тесе çырнă Иван Яковлев. Хăйĕн ĕçĕпе çакна çирĕплетнĕ те.
 И.Я.Яковлева халалласа Ҫĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта «Чăваш çĕрĕн патриархĕ» ятпа мероприяти иртрĕ. Залра И.Я. Яковлева халалланă сăвăсем янăрарĕҫ, 8-мĕш класра вĕренексем куракансне виртуаллă курава йыхравларĕҫ, И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Иван Яковлев 1921 çулта чăваш халăхне пехиллесе çырса хăварнă Халала 9-мĕш класра вĕренекенсем вуларĕҫ. Пиллĕкмĕш классем лартнă «Уҫăлма тухнă шăши ҫури» ятлӑ юмах та пурин кăмăлне те кайрĕ.