Чÿк уиǎхĕн 28 – мĕшĕнче пирĕн ентеш, Патăръел районĕнчи Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕнче çуралса ÿснĕ Людмила Сачкова, 60 сулхи юбилейне паллǎ турĕ. Людмила Сачкова «Чĕкеçĕм, чĕкеç» (1996), «Ытарайми куçсем» (2000), «Шăпăрлан» (2003) кĕнекесен авторĕ. Унăн пьесисемпе Чăваш патшалăх пукане театрĕ «Шăпăрлан» (1998) спектакль лартнă, Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ «Юрату турри» (2000), «Эсĕ кайрăн та...» (2002), «Çухалнă хур кайăк çулĕ» (2004) спектакльсем сцена çине кăларнă.
Л.Сачкова — 2003 çулхи «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсăн «Çулталăкри чи лайăх драматург» лауреачĕ. Унăн «Шăпăрлан» кĕнеки çав çултах Чăваш наци библиотеки ирттернĕ «Çулталăкри чи лайăх сборник» диплома тивĕçнĕ.
Вăл — Раççей писателĕсен тата журналисчĕсен союзĕсен членĕ, ЧР этнокультурин тава тивĕçлĕ деятелĕ. РФ журналистсен союзĕн Хисел грамотине, ЧР культура министерствин Хисеп грамотине тата икĕ хутчен Дипломне илме тивĕçлĕ пулнă.
Людмила Сачковǎна халалласа чÿк уйǎхĕн 29 -мĕшĕнче Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта «Пултаруллǎ ентешĕмĕр 60 султа» ятпа пултарулǎх каçĕ иртрĕ. 8 класра вĕренекенсем Л. Сачковǎн пурнǎçĕпе пултарулǎхĕпе паллаштарчĕс, прозǎлла сǎввисене вуларĕс , Л. Сачковǎн «Тирпейсĕр Тимуш» пьесине сцена çинче лартса пачĕç. Шкул библиотекине ертсе пыракан С.Н. Суркова йĕркеленĕ кĕнеке куравĕпе те ачасем интересленсе паллашрĕç,