Ҫĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ака уйӑхӗн 18- мӗшӗнче Чӑваш чӗлхипе литература эрни уçӑлчӗ.
Ака уйăхĕн 19-мӗшӗнче 1-4 класс вĕренекенĕсем хушшинче И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх йĕрклеленĕ ӳкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Чи ăста ӳнерçĕсен ĕçĕсенчен шкул коридорĕнче « И.Я. Яковлев калавĕсем» ятлă курав стендчĕ йĕркеленĕ.
Ака уйăхĕн 20-мӗшӗнче 8-9 мĕш класра вӗренекенсем хушшинче «И.Я. Яковлев-чăваш улăпĕ» темăпа презентацисен конкурсĕ иртрĕ. Кунта 9-мĕш класра вĕренекен А.Океанова ĕҫне палăртса хăвармалла.
Ака уйăхĕн 21- мӗшӗнче 1-9 класс вĕренекенĕсем хушшинче сăвă конкурсĕ питĕ хĕрӳ иртрĕ. Жюри членĕсене ăмăртуçăсене хаклама чăнах та йывăр пулчĕ. Ачасем савăнса та пăлханса чаваш поэчĕсен сăввисене вуларĕç.
Суркова С.Н. библиотекарь И.Я.Яковлев вӗрентекенӗмере халалласа кӗнекесен куравӗ йĕркелерĕ.
Чӑваш чӗлхипе литература эрни малалла пырать.