Тĕнче литературинче сумлă ят хăварнă чăваш халăх поэчĕ Петр Петрович Хусанкай çуралнăăранпа 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче 110 çул çитрĕ. Сумлă çыравçа, унăн сăввисемпе поэмисене пĕлмен, вуламан чăваш çук та пулĕ. Поэтăн кашни хайлавĕнче наци хăйне евĕрлĕх, чăвашлăх палăрать, кашни сăвви ăшă туйăм çуратать, чун-чĕрене тыткăна илет.
Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче паллă поэта халалласа литература сехечĕ иртрĕ. Кудряшова И.В. ачасене поэт пурнăçĕпе паллаштарчĕ. 7-мĕш класра вĕренекенсем П.П. Хусанкай сăввисене пăхмасăр вуларĕç. Светлана Николаевна Суркова библиотекарь сумлă поэта халалланă кĕнеке куравĕ хатĕрленĕ.
Эпир Хусанкайпа мухтанатпăр, савăнатпăр, унăн кун-çулĕпе кăсăкланатпăр, хайлавĕсене вулатпăр, тишкеретпĕр.