Çу уйāхĕн 24-мĕшĕнче Кирилпа Мефодий ςветтуйсене халалласа Славян ςырулāхĕн кунне уявлаςςĕ. Пāлхар просветителĕсем славянсен ςĕрĕ ςинче ςырулāха тата славян азбукине пуςласа яраканĕсем пулнā. Çак ςырулāхпа эпир паянхи кунчченех усā куратпāр. Ку уява 1991 –мĕш ςултанпа уявлаςςĕ.
Çĕн Ахпÿртри тĕп шкулта ςулсерен ςак уява уявласси йāлана кĕчĕ. Уяв славян азбукине паллаштарнипе пуςланчĕ. Аслā классенче вĕренекенсем славян ςырулāхĕн историйĕпе кĕскен паллаштарчĕς, сāвāсем вуларĕς, каларāшсем аса илчĕς , рефератсем хатĕрлерĕς. 4- мĕш класс ачисем(Классный руководитель Каштанова Т.В.) экскурсие Туςа чиркÿне кайса килчĕς. Николай атте Кирилпа Мефодий апостолсем ςинчен тĕплĕ каласа пачĕ. «Пĕртāвансем грексен Солуни ятлā хулинче паллā та пуян ςемьере ÿснĕ. Çичĕ пĕртāванран Мефодий чи асли, Кирилл –чи кĕςĕнни пулнā. Çветтуй Мефодий 10 ςул хушши ςар ςынни пулнā, пуςлāха тухнā, славян чĕлхине вĕреннĕ, Олимп тāвĕ ςинчи монастырьте монах пулса тāрать. Çветтуй Кирилл ачаранах āслā-тāнлā ςитĕннĕ, паллā учительсем патĕнче вĕреннĕ. Философ ятне илет. Вĕренсе пĕтерсен иерей пулать, София чиркĕвĕнче ĕςлет, анчах часах вāрттāн монастыре каять. Ăна шыраса тупаςςĕ, Константинопольте учитель пулса ĕςлет.
Çветтуйсем Евангели, Псалтырь куςараςςĕ. Моравине каяςςĕ, Богослужени кĕнекисене славян чĕлхине куςараςςĕ. Куςарнāшāн нимĕς епископĕсем кураймаςςĕ. Кирилл нумай пурāнаймасть, 869 мĕш ςулта вилет. Ēςĕсене малалла тāсма тетĕшне парса хāварать. Мефодий Ветхий Завета, Номоканона(Правила святых отцов) и Патерика (святоотеческие книги) - славян чĕлхипе куςарса пĕтерет. 885-мĕш ςулта, апрелĕн 6 -мĕшĕнче чирлесе вилет, ĕςĕсене Горазд вĕренекенне халалласа хāварать. Ун кĕллисене 3 чĕлхепе - славян, грек, латин чĕлхипе юрлаςςĕ. Çак апостолсем славян чĕлхине ςырман пулсан пирĕн чĕлхе те пулмастчĕ пуль. Вĕренни, ачасем, яланах кирлĕ», -вĕςлерĕ сāмаха вāл.