Тāван ςĕр-шывāн Аслā вāрςинче ςĕнтернĕренпе 67 ςул ςитрĕ. Çавна халалласа пуςламāш класри ачасем Çĕнĕ Ахпÿртри Культура Çуртне ветерансемпе тĕлпулу ирттерчĕς. Çулсеренех ветерансем сайраланса пыраςςĕ. Кāςал Çĕнĕ Ахпÿртре 4 вāрςā ветеранĕ ςеς тāрса юлчĕ.Ялтан хаяр вāрςа 500 ытла салтак кайнā пулсан, 231-шĕ ςеς каялла таврāннā.Акā мĕн аса илчĕς вāрςā ςулĕсем ςинчен тĕлпулāва килнĕ хисеплĕ ватāсем.
Волкова Людмила Алексеевна ялти шкулта биологи вĕрентекенĕ пулнā. «Ирсĕр вāрςā ман ĕмĕте татрĕ, -аса илет ветеран. Аттен тетĕшĕн арāмĕ Мускавра пурāннā. Аннепе инке мана врача вĕрентме Мускава илсе каясси ςинчен калаςатчĕς. Анчах вāрςā пуςланнипе инке ςыру ςырса ячĕ аннене: «Ху патāнтах вĕрент мĕнле те пулин» тесе. Вāрςā пуςланнā куна астāватāп: кашни килте радио пулман, пурте урама тухнā митинга. Кам йĕрет, кам юрлать. Вāрςа āсатнине аса илеп. Ялĕпе тухнā āсатма: ашшĕсем, амāшĕсем, ачисем йĕрсе кāшкāрса āсатаςςĕ.Пирĕн анне лашапа Канаша тырā āсатма каятчĕ. Пире ςав тырра тытма хушман, «ку патшалāхāн, ан тивĕр» тетчĕ. Ирпе ςутāлсан тухса кайнā анне, эпир килти ĕςсене тунā, ĕнесене пāхнā, апат пĕςернĕ. Çиме хура ςāкāрсāр пуςне ним те пулман, юр-вар пулнā. Анне хāйĕн ςāкāрне валеςсе паратчĕ. Ялти шкулта 7 класс пĕтертĕм, Елчĕкре. Кĕнеке пулман, чернила хāрāмран тунā. Урара ςāпата, ςире фуфайка, портфель пулман, шур пир сумка.Шурā хут сутатчĕς, хута хуςлатса тетрадь тāваттāм, йĕр тāваттāм. Вĕреннĕ, «5» паллāсемпе пĕтернĕ. Учителе тинкерсе пāхса ларнā, вāтаннā унран. Нимĕςе ςав тери курайман. Киле килес пулсан, куςне чиксе шāтарап теттĕм. Вāрςā чарāннā ςул трактор пулман. Нимĕςе ςĕнтерес тесе тāрāшса ĕςленĕ. Çĕнтерÿ ςулĕ нихςан та сÿнмест. Мĕн чухлĕ аякка кайса пырать ςулĕ, ςавāн чухлĕ ςывāхарах пулса пырать асаилÿ. Вāрςа кайнисенчен пирĕн Чāвашран кашни 2-шĕ пуςне хунā. Вĕсен умĕнче эпир парāмра.Вāрςā ветеранĕсем тāнāςлāха упрассишĕн, пире телейлĕ тāвассишĕн пуςĕсене хунā. Ун пек вāрςā урāх ан пултāр,ачасем эсир учительсене итлĕр, вĕсене юратāр, сывлāхлā пулāр. Пурнāς аван халь, лайāх вĕренсе, āслā ςын пулса ςĕр-шыва юрāхлā ςын пулāр».
Малалла Волкова Феофания Васильевна сāмах илчĕ. Вāл ялти медпунктра фельдшер пулса ĕςленĕ. «Пирĕн килтен вāрςа 4 кайнā:3 тете, атте. Атте вāрςа кайнā чух эпĕ 5-ре пулнā. Виςςĕмĕш вāрςа кайнā вāл. Эпир тāваттāн юлнā: эпĕ кĕςĕнни, 13-ре пулнā. Килте юлнā, выльāх-чĕрлĕхсене пāхнā. Хиртен пĕр витре улма та, тырā та илсе килме юраман. Вāрςā чарāнсан 1 булка пачĕς, Çĕнĕ ςулта – 1 булка. Çĕрулмине кĕреςепе чавса лартнā.Ялта 500-600 ача пулнā, классенче 30-шар ача пулнā. Улāмпа (хāмāлпа е навуспа)ςунтарса апат пĕςернĕ каланккара.Камāн лаша пулнā, лашапа ĕςленĕ. Лаша пулманнисем ςын вāйĕпе тунā.Патшалāха какай(40кг), ςāм(сурāх шучĕпе), тир (сыснанне) памалла пулнā. Пирĕн патра эвакуированнāйсем пулнā, Белоруссинчен килнĕ, кунтах вилнисем те пур, 1-2 хохлушка. 1965-мĕш ςултан тин лайāхланнā пурнāς. Укςа паман. Радиошāн та питĕ савāннā. Унран лайāххи пулман. 1968-мĕш ςулта свет пулнā.»
Культура Çурчĕн директорĕ Баюсов Анатолий Иванович тĕлпулāва килнĕ ватāсене ырлāх-сывлāх, канлĕ ватлāх сунчĕ. «Вĕсем умĕнче эпир яланах пуς таятпāр», -вĕςлерĕ вāл сāмахне. Ачасене вара вāрςā ςинчен фильм пāхма сĕнчĕ.